Вĕренекенсен гражданин тата патриот ăс-хакăлне йĕркелени, çуралнă вырăна, Тăван çĕр-шыва юратма, унăн культурипе историне хисеплеме вĕрентни, тăван тавралăха, пурăнакан
15:33 10.11.2025 16+
Вĕренекенсен гражданин тата патриот ăс-хакăлне йĕркелени, çуралнă вырăна, Тăван çĕр-шыва юратма, унăн культурипе историне хисеплеме вĕрентни, тăван тавралăха, пурăнакан вырăна упрас тата аталантарас туйăма вăйлатни, чăваш чĕлхине, Чăваш Ен историйĕпе культурине тĕпчес кăмăла сыхласа хăварса аталантарни - çавăн пек тĕллевпе «Килсе курăр хăнана, хапăл тăвăр йыхрава!» видеороликсен республика шайĕнчи конкурс тапхăрĕ иртрĕ. Муниципалитет тапхăрĕнче мала тухнă икĕ ĕç тивĕç пулчĕç унта хутшăнма. Вĕсенчен пĕрне, Тури Туçа вăтам шкулĕнче 8 класра вĕренекен Ксения Рыбкинан ĕçне пысăка хурса хакларĕ жюри. Саламлатпăр Ксенияпа унăн вĕрентекенне, М. И. Табаковăна. Малашне те ăнăçу сунатпăр.