2025 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитетĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш вăтам шкула Дмитриева Т
16:10 18.12.2025 16+
2025 çулхи раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитетĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 2-мӗш вăтам шкула Дмитриева Т.Ф. вĕрентекенĕн ĕç опытне пĕтĕмлетме пухăнчĕç.
Хӑнасене малтанах шкулпа паллаштарчӗҫ. Паянхи шкул ачин тăван чĕлхене вĕренес туртăма ӳстерес, унӑн ăс-тăнĕнче чĕлхене тĕплĕрех, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тесен кăсăклантарма пĕлес пулать. Халăх культурипе историйӗ, йӑли-йӗрки, тĕрри-çĕвви урлӑ ачасене чӗлхене хисеплеме вĕрентесси кашни вӗрентекенĕн тивӗҫӗ. Ҫак ĕҫсем еплерех пурнăçланнипе паллашрӗç хӑнасем. Ᾰсталӑх лаҫҫинче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Дмитриева Т.Ф тата технологи предмечӗн ертӳҫи Никитина Н.П. чăваш хӗрарӑмӗн пуҫ тумне - масмака ӑсталама вӗрентрӗҫ. Питӗ хавхаланса ӗҫлерӗҫ семинара пухӑннисем. Тĕрлĕ класра вӗренекен ачасем чăваш халӑхĕн юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Районти методика пĕрлешĕвĕн ертӳҫи Светлана Кулакова ҫитес вăхăтра туса ирттермелли ĕҫсем ҫинче чарăнса тăчĕ. Информаципе методика центрӗн методисчӗ Титова Л.Н. паянхи семинар пуриншĕн те усăллă иртнине палăртрĕ.