18+
Рекламный баннер 980x90px unterhead
Архив
Рекламный баннер 300x200px left-1
Мы в соцсетях
Рекламный баннер 300x600px left-2
Рекламный баннер 300x60px right-1
Рекламный баннер 300x60px right-2

Нарӑс уйӑхĕн 12-мĕшĕнче Патӑрьел тӑрӑхĕнчи Сӑкӑт вăтам шкулĕнче «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх вĕрентекен» фестиваль-конкурсӑн муниципалитет тапхӑрĕ иртрӗ

09:39 13.02.2026 16+
826
Нарӑс уйӑхĕн 12-мĕшĕнче Патӑрьел тӑрӑхĕнчи Сӑкӑт вăтам шкулĕнче «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх вĕрентекен» фестиваль-конкурсӑн муниципалитет тапхӑрĕ иртрӗ. Вун ҫичĕ пӗдагог ӑсталӑхне кӑтартрӗ унта.
Фестивале Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чӑваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă.
Фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – шкул ачисен вĕренÿ пахалăхне çÿлерех çĕклесси тата çĕнĕ мелсемпе, меслетсемпе ĕçлекен вĕрентекенсен ăсталăхĕпе паллашасси, чи пултаруллине, чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх вĕрентекене палӑртасси.
Вĕрентекенсем тӗрлӗ класра уҫӑ уроксем пачӗç, класс тулашĕнчи ĕçсем, ӑсталӑх класӗсем ирттерчĕç.
Ӑмӑртӑва хутшăнакансен урокӗсем пурин те ҫӳллӗ шайра иртнӗрен ҫӗнтерӳҫӗне палӑртма ҫӑмӑл пулмарӗ. Экспертсен пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх тӗрлӗ номинацисене ҫак вĕрентекенсем тивĕҫ пулчĕҫ:
«Чи лайăх чăваш литератури урокĕ» номинаци ҫĕнтерӱҫи – Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче вĕрентекен А.И. Селиванова.
«Класс тулашĕнчи пĕpлештернĕ чи лайӑх мероприяти» номинаци çĕнтерýçисем - Сӑкӑт вăтам шкулĕнче вĕрентекен Л.В. Анюровăпа, Н.В. Мышова тата И.Л. Губайдуллина, призерĕсем - Патăрьел 2-мĕш вăтам шкулěнчи М. И. Ивановăпа, Т. Ф. Дмитриева вĕрентекенсем; Аслă Чемен вăтам шкулĕнче вĕрентекен – Э.И. Селиверстрова, А.Л. Сергеева тата Л. В. Яганова; Тутар Сӑкӑт вăтам шкулĕнче вĕрентекен Е.Ф. Васильевапа Сӑкӑт вăтам шкулĕнче вĕрентекен С.Ф. Чихина.
«Класс тулашĕнчи чи лайӑх мероприяти» номинаци çĕнтерýçи – Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулта вĕрентекен Н. А. Путякова, призерĕсем - Патăрьел 1-мĕш вăтам шкулта вĕрентекен О. А. Каллинăпа О.В. Лукьянова; Митта Ваҫлей ячĕпе хисепленекен Асл Арапуç вăтам шкулĕнче вĕрентекен В.Н. Савинова.
«Чи лайăх ăcталăх класĕ» номинаци ҫĕнтерӱҫи – Ыхра Çырми вăтам шкулĕнче вĕрентекен С.П. Кулакова, призерĕ - Пăлапуç Пашъел вăтам шкулĕнче вĕрентекен С. П. Никитина.
Сӑкӑт вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Валерьевна Анюрова «Чăваш чĕлхипе литературине чи лайăх вĕрентекен» ята тивӗҫрӗ. Вăл округ чысне республика шайӗнче хӳтӗлӗ.
Фестивале хутшӑннӑ вӗрентекенсене саламласа малашне те ӑнӑҫу сунатпӑр.
Вĕрентӳ управленийӗ Сӑкӑт вăтам шкул вĕрентекенĕсене, администрацине фестивале ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн тав тӑвать.
Оставить сообщение