18+
Рекламный баннер 980x90px unterhead
Архив
Рекламный баннер 300x200px left-1
Мы в соцсетях
Рекламный баннер 300x600px left-2
Рекламный баннер 300x60px right-1
Рекламный баннер 300x60px right-2

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Геннадий Айхи поэзине юратакансем Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулĕнче «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç.

10:18 21.02.2026 16+
663
Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Геннадий Айхи поэзине юратакансем Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулĕнче «Айхи вулавĕсем» сăвă конкурсне пухăнчĕç.
Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Николаевич Айхи 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта, учитель кил-йышĕнче çуралнă. Г. Айхи –Чăваш патшалăх, Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ.
Кăçалхи конкурс 3-11-мĕш классем хушшинче икĕ номинаципе иртрĕ. Конкурса пурĕ 53 вĕренекен хутшăнчĕç. Жюри членĕсене çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăл пулмарĕ. Чи маттуррисенчен çĕнтерÿçĕсем çаксем пулчĕç:
«Геннадий Айхин чăвашла тата вырăсла çырнă сăввисене вуласси» номинацире:
- Путяков Дмитрий, Патăрьел вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Васильева О.В);
- Ларев Николай, Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен
(вĕрентекенĕ – Тихонова И.В.)
- Кириллова Дарья, Тури Туçа вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Табакова М.И.);
- Пашкин Кирилл, Митта Ваçлей ячĕпе хисепленекен Аслă Арапуç вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Сорокина Е.Ф.)
«Чăваш поэчĕсен Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чӑваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа çырнă сăввисене чăвашла вуласси» номинацире:
- Волкова Татьяна, Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче 4-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Семенова Н.Н.);
- Матюшкина Полина, Пăлапуç Пашьел вăтам шкулĕнче 6-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Матюшкина И.В.);
- Карзакова Яна, Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкулта 6-мĕш классра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Родионова Р.В.);
- Игнатьева С., Аслă Чемен вăтам шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен (вĕрентекенĕ – Селиверстрова Э.И.);
Конкурсăн çĕнтерÿçисем тата иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăн йышăннă сăвă вулакансем Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕн дипломĕсене тивĕçрĕç.
Çĕньял шкулĕнче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем конкурса хутшăннисен умĕнче Геннадий Айхин пурнăçĕпе пултаруллăхне аса илчĕç, Раççейри халăхсен пĕрлĕхĕн тата Чӑваш Республикинчи халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалласа пĕчĕк концертпа савăнтарчĕç.
Вĕрентӳ управленийӗ Айхи ячĕпе хисепленекен Çĕньял тĕп пĕлÿ паракан шкул вĕрентекенĕсене, администрацине конкурса ҫӳллӗ шайра йӗркелесе ирттерме пулӑшнӑшӑн тав тӑвать.
Оставить сообщение