Паян - Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ



Ҫав ятпа пурне те ӑшшӑн саламллатӑп

Тӑван чӗлхеме халалланӑ ҫӗнӗ сӑввӑма парнелетӗп

( Сӑн ӳкерчӗкне эпӗ ыйтнипе Ракова Наталия Алексеевна - Патӑрьелӗнчи
централизациленӗ библиотека ӗҫченӗ ярса пачӗ. Кунта тӑван чӗлхемӗре пӗрре те манмаҫҫӗ. Вулавӑшри пуян стенд )
Тӑван чӗлхеҫӗм, эсӗ - хам аннем чӗлхи
Тӑван тени пулать чи ҫывӑххи, чун ҫумӗнчи,
Юнри, ӳтри, чунри, чӗлхеҫӗм вӗҫӗнчи.
Чӑваш чӗлхи те маншӑн тӑванран тӑван,
Пӗр уйрӑлми эпир унпа мӗн ачаран.
Тӑван чӗлхеҫӗм, эсӗ - хам аннем чӗлхи,
Мӗнех пулма пултартӑр ҫавӑнтан пахи?
Тӑван аннем пилленӗ-ҫке мана вӑл чӗлхене,
Сиктернӗ сӑпкама ӗнӗрлесе чӑвашӑн юррине.
Аннем алли пекех ачаш-ҫке эс, тӑван чӗлхем,
Аннемӗр чунӗ евӗрех санра тапать таса хӗлхем.
Йӑваш та ҫывӑх чунӑма эс аннелле,
Чуна та ӑшӑтатӑн йӑлтӑр куллилле.
Ҫуралнӑ, пурӑнатӑп эп Чӑваш енре,
Кунти кашни кӗтес вырнаҫнӑ чӗремре:
Вӑрманӗ, улӑхӗ, ҫаранӗ, ҫырмисем,
Тыр-пул пуссийӗ, ансӑр вӑрттӑн сукмаксем.
Ҫак курӑках таптанӑ манӑн несӗлсем,
Вылянӑ, кулнӑ, йӗнӗ ман пекех вӗсем.
Ирпе вараннӑ сарӑ хӗвелпе пӗрлех,
Ӑсатнӑ куҫ хупсан чӑваш йӑлипелех.
Янра, тӑван чӗлхеҫӗм, хыттӑн шӑрантар,
Тӗнче кӗрлетӗр сан мӑнаҫ сассупалан!
Янра эс уявра, туйра, кӗрекере,
Чӑвашӑн ячӗ ҫиттӗр ӗмӗр-ӗмӗре.
Тӑсса ярасчӗ ман та юрӑ пӗр ҫавра,
Аннемӗр чӗлхипех шӑрантӑрччӗ тавра.
Хам халӑха, ун чӗлхине епле хӑйса сутам?
Чӗрем тапать пулсан ӑна епле манам?
16. 02. 2024. Мая Салампи