"ТЕЛЕЙ КАЙӐКӖ" спектакль ҫинчен - кӗскен (пьеса авторӗ Марина Карягина
02:41 09.11.2024 16+
"ТЕЛЕЙ КАЙӐКӖ" спектакль ҫинчен - кӗскен (пьеса авторӗ Марина Карягина, режиссёрӗ Валерий Карпов).
Арçынсăр юлнă пĕтсе пыракан ялта пурте хăй пек телейсĕр, анчах кашнин нуши пĕрлехи инкек пулса тăрать те, ялйыш ырлăхĕпе харпăр хăй телейĕшĕн
мĕнпурĕ хăй пĕлнĕ пек тапаçланма тытăнать...
Ялта хĕрарăмсем те ачасем кăна, колхоз юхăннă, культура вучахĕ сӳннĕ, ĕç çуккипе арçынсем инçете тухса кайнă, вĕренекенсем сахаллипе шкула хупасшăн - ку паянхи Раççейре пурте палласа илекен ӳкерчĕк. Ăçта çăлăнăç, мĕн тумалла шкула сыхласа хăварас тесен? Паллах, ача шутне ӳстермелле. Анчах... таврара та пĕр арçын çеç. Пуçланать ялта хирĕçтăруллă пăтăрмах! Хветура, çĕр çултан иртнĕ аптраман кинеми, "килтен писнĕ Куйкăрăш кайăка каялла тавăрмасăр ман вилме ирĕк çук" тесе шутлаканскер, ялта йĕрке тума пикенет: никам сисиччен "алăран вĕçерĕннĕ" мăнукне, Саньккăна та, хĕрарăмсене те "вырăнĕ çинчен тăмасăрах", соцсетьсем урлă, "тăна кĕртсе" пурăнать. Çапла майпа кĕтмен çĕртен пурин ĕмĕчĕ те пурнăçланать. Анчах Саньккă тупнă Куйкăрăш кайăк çăмартинчен чĕпĕ тухĕ-ши?..