18+
Рекламный баннер 980x90px unterhead
Архив
Рекламный баннер 300x200px left-1
Мы в соцсетях
Рекламный баннер 300x600px left-2
Рекламный баннер 300x60px right-1
Рекламный баннер 300x60px right-2

Паян ӗмӗрӗпех культура анинче вӑй хунӑ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ,

09:44 22.01.2025 16+
2813
Паян ӗмӗрӗпех культура анинче вӑй хунӑ, РФ культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Чăваш АССРĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Анатолий Степанович Шакин, яланлӑхах пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ. Анатолий Степанович Шакин 1947 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнче Çĕньялта çуралнă. Вăл - И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн выпускникĕ. Шкулсенче музыка учителĕ пулса ĕçленĕ. Çĕньялти халăх хорне ертсе пынă, кайран юрăпа ташă ансамбльне йĕркеленĕ. 1972 çултанпа районти пĕрлештернĕ хорăн дирижерĕ, 1987 çултанпа Патăрьелĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи юрăпа ташă халăх ансамблĕн художество ертỹçи пулса ĕçленĕ, 2006 çултанпа культурăпа кану центрĕ çумĕнчи культура ĕçченĕсен халăх хорне ертсе пырать.  Ентеш "Ĕç кунĕ хыççăн", "Укăлча умĕнче", "Чăваш туйĕ", "Колхоз туйĕ", "Тухăç уявĕ" тата ытти вокалпа хореографи сюитисемпе паллă юрăсен авторĕ. А. Шакина "Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" орденăн медалĕпе (2008), "Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул" юбилей медалĕпе чысланă. Вăл “РФ культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ”, "Чӑваш АССРӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ” хисеплӗ ятсене тивӗҫнӗ.
Оставить сообщение