Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă
18:55 18.02.2025 16+
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 3-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестиваль пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем «Çемье йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» тата «Халăх юрри – чунăм уççи» номинацисенче вăй виçрĕç. «Çамрăк театрçăсем» çăварни йăлипе паллаштарчĕç, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Йăла кăтартаканĕсем 6-8 класс ачисем. 9-мĕш класра вĕренекен Путякова Юльăпа 4-мĕш класс хĕрачи Кудряшова Анна вара халăх юррине юрласа 2-мĕш вырăнсем йышăнма пултарчĕç.
Фестиваль çĕнтерÿçисене малалла та ăнăçусем тума, хастар пулма сунатпăр.