18+
Рекламный баннер 980x90px unterhead
Архив
Рекламный баннер 300x200px left-1
Мы в соцсетях
Рекламный баннер 300x600px left-2
Рекламный баннер 300x60px right-1
Рекламный баннер 300x60px right-2

Пуш уйӑхӗн 20-мĕшĕнче районти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пултарулăх ушкăнĕ Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулӗнче чăваш чĕлхипе

15:06 20.03.2025 16+
2059
Пуш уйӑхӗн 20-мĕшĕнче районти чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен пултарулăх ушкăнĕ Патӑрьелӗнчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 1-мӗш номерлӗ вӑтам шкулӗнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен Каллина Ольга Алексеевна ĕç опытне пĕтĕмлетрĕ. Пурĕ 9 вĕрентекен хутшăнчĕ.
Чи малтанах вĕрентекенсем 6-мӗш класра чӑваш чӗлхи урокӗнче пулчĕç. Ачасем чӑвашла илемлӗ калаҫаҫҫӗ, тулли хурав параҫҫӗ. Учительпе ача тачă çыхăнса ĕçлесе пыни курӑнчӗ.
Класс тулашӗнчи ӗҫсем те питӗ курӑмлӑ. Шкулти пултаруллӑ ачасем Ҫӑварни йӑли-йӗркипе паллаштарчӗҫ, илемлӗ чӑваш ташшипе, юрри-сӑввипе савӑнтарчӗҫ.
Паянхи вĕренĕвĕн чи пысăк тĕллевĕсенчен пĕри–ачасен вĕренес кăмăлне ÿстерсе малаллахи пурнăçра усă курма кирлĕ тарăн пĕлÿ парасси, тепĕр майлă каласан, шкул ачин пĕлĕвне çÿллĕ шая çĕклесси.
Ольга Алексеевна çак тĕллеве пурнăçлама чăваш чĕлхипе литератури вĕрентес ĕçре çĕнĕлĕхсемпе анлăн усă курма тăрăшать. "Ҫӗнӗ технологисемпе ĕçлени ачасен хастарлăхне ÿстерет, ушкăнпа ĕçлеме, пĕр-пĕрне хисеплеме, хаклама хăнăхтарать. Вĕренекен пурнăç çулĕпе утма хăнăхать, ыттисемпе ирĕккĕн хутшăнма вĕренет, тавра курăмĕ те самаях анлăланать", - ҫирӗплетрӗ вĕрентекен.
Ольга Каллина 19 ҫул ҫак асӑннӑ шкулта вӑй хурать, пӗрремӗш категориллĕ учитель.
"Вӗрентекен урокра та, класс тулашĕнчи ĕҫсене йĕркеленĕ чухне те паянхи ҫӗнӗ технологисемпе пĕлсе усӑ курать. Уйрӑмах информаципе коммуникативлӑ технологипе тата ачасен вӗренӳри пӗлӳлӗхне, хӑй тӗллӗнлӗхне аталантаракан педагогика меслечӗпе тухӑҫлӑ ӗҫленине палӑртмалла. Ачасен пӗлӳ шайӗ те начар мар. Хӑй те питӗ пултаруллӑ. Тӗрлӗ конкурс, фестиваль, ӑмӑрту ҫӗнтерӳҫи,"- палӑртрӗ ӗҫ опытне пӗтӗмлетнӗ май районти методика пĕрлешĕвĕн ертӱҫи Светлана Пантелеймоновна Кулакова.
ШМО ертӳҫи Путякова Наталья Алексеевна та, районти вӗрентӳ пайӗн методисчӗ Любовь Николаевна Титова та ҫавнах ҫирӗплетрӗҫ. Вӗрентекенсем Ольга Алексеевна ӗҫне пысӑк хак пачӗҫ, малашне те ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Лару ĕҫĕ, пĕтĕмĕшле илсен, пуриншĕн те усăллă иртрĕ.
Оставить сообщение