18+
Рекламный баннер 980x90px unterhead
Архив
Рекламный баннер 300x200px left-1
Мы в соцсетях
Рекламный баннер 300x600px left-2
Рекламный баннер 300x60px right-1
Рекламный баннер 300x60px right-2

Пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхипе литературине лайӑхрах вӗренме хавхалантарас тӗллевпе ака уйӑхӗн 29- мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче чӑваш чӗлхипе

09:36 02.05.2025 16+
1975
Пултаруллӑ ачасене тупса палӑртас, чӑваш чӗлхипе литературине лайӑхрах вӗренме хавхалантарас тӗллевпе ака уйӑхӗн 29- мӗшӗнче Чӑваш Республикин тӗп хулинче чӑваш чӗлхипе литературин Пӗтӗм тӗнче олимпиади иртрӗ.
"Чӑваш чӗлхи - тӑван чӗлхе" ятпа иртекен олимпиада И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш Патшалӑх университетӗнче 50 яхӑн ачана пуҫтарчӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Республики, Тутар Республики, Чӗмпӗр облаҫӗн шкулӗсенче 9-11 класӗсенче вӗренекен чи тавҫӑруллӑ та пултаруллӑ ачасем хутшӑннӑ.
Вӗсем пурте кӑҫалхи тата иртнӗ вӗренӳ ҫулӗсенче регион шайӗнчи олимпиада ҫӗнтерӳҫисемпе пизерӗсем.
Пирӗн районтан 4 вӗренекен хутшӑнчӗҫ. 11- мӗш класс вӗрентекенӗсен хӗрӳ тупӑшӑвӗнче, пирӗн Ыхра Ҫырми шкулӗн вӗренекенӗ, Краснова Анастасия Пӗтӗм тӗнче олимпиадин ҫӗнтерӳҫи ята тивӗҫме пултарчӗ.
Пӑлапуҫ Пашьел шкулӗнчи Пудовкина Людмила– призер!
Вӗсем чӑваш чӗлхиллӗ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗренекен 10- 11 мӗш класс ачисен хушшинче чи маттуррисем!
Настьӑна, Людмилӑна саламлатпӑр, малалла та пысӑк ҫитӗнӳсем тума сунатпӑр.

Состоялась международная олимпиада школьников и студентов по чувашскому языку и литературе, где наши учащиеся Батыревского МО Анастасия Краснова, Пудовкина Людмила самые лучшие!!!
Оставить сообщение