18+
Рекламный баннер 980x90px unterhead
Архив
Рекламный баннер 300x200px left-1
Мы в соцсетях
Рекламный баннер 300x600px left-2
Рекламный баннер 300x60px right-1
Рекламный баннер 300x60px right-2

Октябрӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ

07:26 01.10.2025 16+
3698
Октябрӗн 1-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунне паллӑ тӑваҫҫӗ. Патӑрьел муниципалитет округӗн администрацийӗ те ҫак уява пӗр йӗрсӗр ирттермест, ҫулленех кунта ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва кайнисене пухса саламлать.
Кӑҫал та йыхрав янӑ. Аслӑ ҫултисем хаваспах пухӑннӑ.
Чи малтанах вӗсене округ пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов саламларӗ, вӑрӑм ӗмӗр, ҫирӗп сывлӑх суннӑ май муниципалитет округӗн экономикине аталантарассишӗн ырми-канми тӑрӑшнӑшӑн тав турӗ.
️Уяв пӗчӗк ҫул ҫӳреврен пуҫланчӗ. Ветерансем Кзыл Чишмара пулчӗҫ. Мухарям Сафин ячӗпе тунӑ скверпа, ҫамрӑксен "СЭЛЭТ-БАТЫР" центрӗпе паллашрӗҫ.
Патӑрьелӗнчи культурӑпа кану центрӗн пултаруллӑ ӗҫченӗсен юррисене итлесе киленчӗҫ, пӗрле юрларӗҫ, савӑнчӗҫ...
Оставить сообщение