37. Литературно - поэтический онлайн - конкурс чтецов «Звуки родного края», посвященный 90 - летию со дня рождения известного краеведа,
07:58
05.04.2026
37. Литературно - поэтический онлайн - конкурс чтецов «Звуки родного края», посвященный 90 - летию со дня рождения известного краеведа,
прозаика и поэта Михаила Юхма.
Номинация "Стихи собственного сочинения о родном крае".
Марина Иванова "Тӑван кӗтес"
Тӑван енпе мӑнаҫланса утатӑп,
Хаваслӑх туйӑмӗ вылять чунра.
Ҫут пӗлӗте, тавралӑха сӑнатӑп,
Ӗмӗтсемпе таса малашлӑхра.
Уйсем, хирсем сип-симӗс ешереҫҫӗ,
Тыр-пул та ылтӑн пек йӑлтӑртатать. Инҫет ҫулсем пӑлхавсене сиреҫҫӗ,
Чӗрем хаваслӑхпа тулса канать.
Тӑван кӗтес тӗлӗнмелле паха-ҫке,
Кунта тӳпе те мамӑк пек таса.
Хӗвел шевлийӗ ачапча майлах-ҫке
Вылять пӗр вӗҫсӗр таврана савса.
Ҫуралнӑ вырӑн шӑплӑхне тимлетӗп,
Сасне парать ачалӑхӑн тӗнчи.
Самантлӑха унтах ҫитсе килетӗп,
Чӑн-чӑн аван-ҫке савнӑ кил ҫути.
Тӑван кӗтесӗм чӑннипех илемлӗ,
Шыв-шур пӑшӑлтатса чуна сиплет.
Кил умӗнчи ҫӑл шывӗ те кӗрнеклӗ,
Тутли тупаймӑн - кашниех пӗлет.
Кунта ҫеҫ эпӗ телейпе ҫиҫетӗп,
Чӗрем те канӑҫпа ҫӑмӑл сывлать.
Ӑҫта кайсан та... чунӑмпа сисетӗп,
Атте-анне сӑмахӗ пулӑшать.
Тӑван ҫӗршыв, санран хакли тупаймӑн,
Асаттесем ҫӗкленӗ ыр ятна.
Асра упрасчӗ ӗмӗрех мухтавлӑн
Ҫап-ҫут сӑнна, чысупала вӑйна!
04.04.2026