Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Ака уйăхăн 23-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче Александр Сорочайкин (Чăваш Сашши) сăвăç-ентеше халалласа «Янăра, тăван сăмахăм - 2026» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.
22:06
23.04.2026
Ака уйăхăн 23-мĕшĕнче Аслă Чемен вăтам шкулĕнче Александр Сорочайкин (Чăваш Сашши) сăвăç-ентеше халалласа «Янăра, тăван сăмахăм - 2026» сăвă вулакансен конкурсĕ иртрĕ.
Ҫак конкурса ҫулсерен «Чемен» ыркăмăллăх фончĕн ертӱçи, Аслă Чемен ялӗн хисеплӗ гражданинӗ, контактлă каратэ енӗпе Тӗнче чемпионӗ, педагогика наукисен
кандидачӗ, Мускав çул-йӗр институчӗн Шупашкарти филиалӗн деканӗ Николай Алешев пуҫарăвĕпе Патăрьел муниципаллă округ администрацийĕн вĕрентÿ, çамрăксен политикин, физкультурăпа спорт управленийĕ йĕркелет.
«Янăра, тăван сăмахăм - 2026» конкурс 4 ӳсĕм категорийĕпе иртрĕ: 1-4 классенче вĕренекенсем, 5-7 классенче вĕренекенсем, 8-11 классенче вĕренекенсем тата 25 çултан аслисем. Конкурса хутшăнакансем чуна тыткӑнламалла илемлĕ те туйăмлă вуласа хăйсем çырнă сăввисемпе паллаштарчĕç.
Иртнӗ ҫулсенчи конкурсра янăранă сăвăсене пуçтарса Алешев Н.А. «Янăра, тăван сăмахăм!» ятпа сăвăсен пуххине пичетлесе кăларнӑччӗ. Ҫĕнĕрен çуралнă сăвăсене те кĕнекене кĕртсе пичетлесе кăларма шантарчĕ.
Тӑван чӗлхе уявӗ питӗ хаваслӑ иртрӗ. Кӑҫалхи ҫулталӑка халӑхсен пӗрлӗхӗпе туслӑхне халалланӑ май ачасем чӑваш юрри-ташшисӗр пуҫне Раҫҫейри ытти халӑхсен ташшипе те савӑнтарчӗҫ.
Ҫакӑн пек уявсем туса ирттерни ачасене тӑван чӗлхе илемне туйма, пултарулӑхне аталантарма, сӑвӑ ҫырас-вулас туртӑмне вӑйлатма пулӑшасса шанас килет.
Для повышения удобства сайта мы используем cookies (подробнее).
К сайту подключены сервисы Yandex.Metrika, LiveInternet, top.mail.ru, которые также используют файлы cookies (подробнее).