Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
️ «Çамрăксен хаçачĕ» йĕркелекен «Поэзи баттлĕ» конкурс 6-мĕш хут иртрĕ
21:15
15.05.2026
️ «Çамрăксен хаçачĕ» йĕркелекен «Поэзи баттлĕ» конкурс 6-мĕш хут иртрĕ
Кăçал вăл «Хыпар» хаçат никĕслевçи Николай Никольский çуралнăранпа 148 çул çитнине халалланипе йĕркеленчĕ.
Хутшăнакансем республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитрĕç. Вĕсен йышĕнче - шкул ачисем, тĕрлĕ тытăмра ĕçлекенсем, тивĕçлĕ канурисем. Садике çÿрекенсем те пулчĕç.
Поэзие юратакансен пултарулӑхне «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Дмитрий Моисеев, Раççей писательсен союзĕн членĕ Галина Серебрякова-Кĕмĕл, Чăваш халăх артисчĕ Ирина Архипова тата Шупашкар округĕнчи Чăрăшкасси шкулĕн вĕрентекенĕ Алина Николаева хакларĕç.
Çивĕч кĕрешÿре çĕнтерÿçĕ ятне Патăрьел тăрăхĕнчи Каншел ялӗнче пурӑнакан Наталия Ильметова тивĕçрĕ. Наталия ялти культура ҫуртӗнче вӑй хурать.
Для повышения удобства сайта мы используем cookies (подробнее).
К сайту подключены сервисы Yandex.Metrika, LiveInternet, top.mail.ru, которые также используют файлы cookies (подробнее).