Рекламный баннер 990x90px header-top
18+
Рекламный баннер 728x90px center-top
Архив
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Деньги Чувашии

Хисеплӗ ватӑ Мария Клементьевна Пыркина 96-а кайрӗ

15:06 10.06.2026
Хисеплӗ ватӑ Мария Клементьевна Пыркина 96-а кайрӗ.

Мария Пыркина 1931 ҫулхи июнӗн 6-мӗшӗнче Кивӗ Ахпӳртре ҫуралнӑскер, хӑйӗн ҫемйин тата пӗчӗк тӑван ҫӗршывӗн историйӗнче манӑҫми йӗр хӑварса пурнӑҫ ҫулне утӑмлать.

Унӑн ачалӑхӗ чи йывӑр ҫулсене – Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи арканӑва - лекнӗ. Вӗренес кӑмӑлӗ ҫав тери пысӑк пулин те, тӑваттӑмӗш класс хыҫҫӑн малалла вӗренме тӳр килмен. Анчах ятарлӑ пӗлӳ ҫукки ӑна чӑн-чӑн ӗҫчен пулма чӑрмантарман. Ҫӗршывшӑн чи йывӑр вӑхӑтсенче Мария Клементьевна, хӑйӗн тантӑшӗсемпе пӗрле, ӗҫӗн пӗтӗм йывӑрлӑхне пӗлнӗ. Выҫлӑхпа сивӗ унӑн юлташӗсем пулса тӑнӑ. Ӗнесемпе ӗҫлесси, сухаласси тата сӳрелесси, вӗҫӗ – хӗррисӗр уй-хире алӑпа ҫумласси - кулленхи чӑнлӑх. Кашни кун ун чӑтӑмлӑхне тӗрӗсленӗ тейӗн, анчах вӑл парӑнман.

Ҫул ҫитсен хӑйсен ял каччипе ҫемье ҫавӑрнӑ, 4 хӗрпе пӗр ывӑл ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Паянхи кун Мария Клементьевнӑна (ялтилле каласан Майкка аппана) ывӑлӗпе кинӗ тимлеҫҫӗ. Ҫемье вучахӗн управҫине вӗсем ҫав тери лайӑх пӑхаҫҫӗ: сӗтел ҫинче вӗри апат, ҫемҫе кукӑль каймасть.

Пурнӑҫ хӑй те, ҫак килӗшӳлӗхе курса унӑн кунӗсене тӑснӑн туйӑнать, ӑна ачисемпе, 15 мӑнукӗпе тата 24 кӗҫӗн мӑнукӗпе савӑнса пурӑнма май парать.

#БатыревскийОкруг
#РавильЯмалетдинов
6153
Рекламный баннер 728x90px center-bottom