Рекламный баннер 990x90px header-top
18+
Рекламный баннер 728x90px center-top
Архив
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Деньги Чувашии

Чăн вырăс чунлăскер Татьяна,

22:11 25.01.2024
«Чăн вырăс чунлăскер – Татьяна,

Хăй те пĕлмесĕр мĕншĕнне,

Раççей хĕлне пит кăмăлланă,

Ун вырăсла сив илемне…»

Çапла А. С. Пушкинăн хайлавĕнчи пике хĕл сиввине кăмăлланă. Татьяна сăмах питĕ илемлĕ те çепĕççĕн илтĕнет. Шăпах кăрлачăн 25-мĕшĕнче çак илемлĕ ятлă хĕрсен тата студентсен кунне паллă тăваççĕ. Çакна вĕсен хÿтĕлевçине Çвяттуй Татианана халалласа уявлама йышăннă.

Сителти культура ĕçченĕсем ку пулăм ячĕпе «Татьянасен кунĕнче студент пурнăçне асра тытса!» литературăпа музыкăллă уяв ирттерчĕç. Унта ялти Таньăсемпе ытти чипер хĕрсем хутшăнма кăмăл турĕç. Литературăпа музыка сехетне квест вăйă майлă йĕркелерĕç. Вăл Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь çак кун истрийĕпе, халăх хушшинче анлă сарăлнă йăлисемпе тата сăнлавĕсемпе паллаштарнинчен пуçланчĕ. Унтан пурте икĕ ушкăна уйрăлса конкурсене хутшăнчĕç. Ятарлă стнацисене çитсе ыйтусем çине хуравларĕç, тĕрлĕ ĕçсене пурнăçларĕç.

Мероприятинче вырăс тата чăваш классикĕсемпе çыравçисен Татьяна ятпа çыхăннă произведенийĕсем янăрарĕç. Çавăн пекех Танясене халалланă пурте пĕлекен юрăсем шăранчĕç. Студент пурнăçне аса илсе кашниех кăсăклă историсем каласа пачĕç. Унсăр пуçне хăсемпе илсе килнĕ çамрăк чухнехи сăн ÿкерчĕксемпе паллаштарчĕç. Вĕсене аса илсе пăхса киленмешкĕн питĕ кăмăллă пулчĕ.



4953
Рекламный баннер 728x90px center-bottom