Рекламный баннер 990x90px header-top
18+
Рекламный баннер 728x90px center-top
Архив
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Деньги Чувашии

Тӑван вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ япаласем пирӗншӗн пурте хаклӑ тӑван ял,тӑван кил, атте-анне, ачасем, тӑван-хурӑнташ,тӑван уй-хир, вӑрман.

23:09 17.02.2024
Тӑван вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ япаласем пирӗншӗн пурте хаклӑ —тӑван ял,тӑван кил, атте-анне, ачасем, тӑван-хурӑнташ,тӑван уй-хир, вӑрман,ҫырма-ҫатра .

e29aa1.pngПӑлапуҫ Пашьел ялӗ пуҫланса кайнӑранпа 399 ҫул ҫитнине халалласа ял библиотекинче культура ӗҫченӗсем йӗркеленӗ "Эп пуртан,эс пуртан пурӑнать ман тӑван ял!" краеведени сехечӗ иртрӗ.

f09f939a.pngҪак пӗлтерӗшлӗ пулӑма паллӑ тума пуҫтарӑннӑ ҫынсене культура ҫурчӗн ертӳҫи Надежда Гордеева саламларӗ.Светлана Аблясова библиотекарь тӑван яла халалланӑ кӗнеке куравӗпе паллаштарчӗ. Пӑлапуҫ Пашьел ҫӗрне мухтава кӑларнӑ ҫынсем ҫинчен каласа пачӗ, тӑван ялӑн пултаруллӑ ывӑлӗсем ҫырнӑ кӗнекесемпе кӑсӑклантарчӗ.

f09f939d.pngНумай пулмасть ҫӗре кӗнӗ Николай Тельцов краевед хатӗрлесе кӑларнӑ "Пӑлапуҫ Пашьел", "Эпир- пашьелсем" кӗнекесене тепӗр хут пӑхса тухрӗҫ, ӗлӗкхи вӑхӑтсене аса илсе сӑмах ҫӑмхи сӳтрӗҫ.

f09f9396.pngҪак ялта ҫуралса ӳснӗ Анатолий Васильев ҫырнӑ сӑвӑ кӗнекисемпе паллашрӗҫ, Матви Сакмаровпа Виталий Киданова ырӑ сӑмахсемпе асӑнчӗҫ.

🖌️🎨Пӑлапуҫ Пашьел сывлӑшӗпе сывласа, ҫак ял ҫӗрӗ ҫинче ҫарран чупса ӳснӗ Владимир Ларев ӳнерҫӗ картинисемпе те кӑсӑкланчӗҫ пухӑннисем.

🪗🎤Зот Степанов ертсе пыракан "Пашьел" халӑх фольклор ушкӑнӗ вара ял уявне халалласа юрӑ хыҫҫӑн юрӑ шӑрантарчӗ

5780
Рекламный баннер 728x90px center-bottom