Рекламный баннер 990x90px header-top
18+
Рекламный баннер 728x90px center-top
Архив
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Деньги Чувашии

Мартăн 8-мӗшӗнче Алманчă территори уйрăмӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен амӑшӗсемпе тӗл пулу иртрӗ - "çавра сӗтел" хушшинче ӑшӑ та, чуна пырса тивекен калаҫу пулчӗ

01:56 12.03.2024
f09f92a2.pngМартăн 8-мӗшӗнче Алманчă территори уйрăмӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсен амӑшӗсемпе тӗл пулу иртрӗ - "çавра сӗтел" хушшинче ӑшӑ та, чуна пырса тивекен калаҫу пулчӗ

Ҫавра сӗтел ӗҫне Алманчă территори уйрăмӗн ертÿҫи Владимир Киргизов тата Патăрьел муниципалла округри депутатсен пухăвӗн депутачӗ Александр Петров та хутшӑнчӗҫ. Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен уявӗпе саламласа салтак амăшӗсене парнесем парса чысларӗç.

Тӗлпулу вӑхӑтӗнче Тӑван ҫӗршыв интересӗсемшӗн пуҫне хунӑ паттӑрсене - Иван Волкова, Николай Сымова, Алексей Михеевпа Вячеслав Степанова аса илчӗҫ. Паттăрсене асӑнса ялти шкулта асӑну хӑми вырнаҫтарасси пирки те кӑсӑкланчӗҫ.

Хисеплӗ Светлана Валериановна, Ирина Валентиновна, Роза Петровна, Надежда Петровна!

Сирӗн ҫухатӑвӑра, чун ыратӑвне эпир те пӗрле пайлатпӑр. Паллах, амӑшӗн чӗринчи тарӑн суран пирчесен те нихӑҫан та тӳрленмӗ. Ҫапах та хӑвӑр ҫине тиеннӗ хуйхӑ-суйха, йывӑр уйрӑлӑва эсир тӳсӗмлӗн чӑтса ирттеретӗр. Маттур ывӑлсем, паттӑр салтаксем ҫуратса ҫитӗнтернӗшӗн таймапуҫ сире!

Хисеплӗ Аннесем! Ҫӗршывшăн йывăр вăхăтра сирӗн ачасем ятарлă çар операцине хутшăнни - эсир вӗсене тивӗçлӗ воспитани парса ÿстерни çинчен калать. Тӗлпулăва килнишӗн тав туса ыррине кăна сунатпăр сире. Часрах ывăлсемпе тӗл пулса вӗсене ытама илмелле пултăр.

Ҫирӗп сывлăх сире, салтак амăшӗсем!



5219
Рекламный баннер 728x90px center-bottom