Рекламный баннер 990x90px header-top
18+
Рекламный баннер 728x90px center-top
Архив
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Деньги Чувашии

Синоптиксем çу уйăхĕнче мĕнле çанталăк пулассине пĕлтернĕ.

07:11 03.05.2024
e29d97.pngСиноптиксем çу уйăхĕнче мĕнле çанталăк пулассине пĕлтернĕ.

Ака уйăхĕнче çуллахи пек ăшă çанталăк тăнă хыççăн çу уйăхне кĕтĕмĕр те сивĕтме тытăнчĕ. Эрнекун республикăра кунĕпех юр çуса тăрĕ. Вăл тÿрех ирĕлмĕ. Каçсерен 5 градус сивĕ пулĕ.



Çу уйăхĕн 7-9-мĕшĕсенче йĕпе юр çăвĕ. 5-10 градус ăшă пулĕ, каçсерен – 0-рен пуçласа 5 градус таран.

Пĕтĕмĕшле илсен çу уйăхĕнче, ытти çулсенчи вăтам кăтартупа танлаштарсан, 2-4 градус сивĕрех пулĕ. Çулла та шăрăх пулмĕ.

e2989d.pngĂшă ака уйăхĕ хыççăн сивĕтнĕ тĕслĕх 1986 çулта пулнине аса илтереççĕ синоптиксем. Ун чухне 4 см хулăнăш юр çуса лартнă.

4507
Рекламный баннер 728x90px center-bottom