Рекламный баннер 990x90px header-top
18+
Рекламный баннер 728x90px center-top
Архив
Поделитесь новостями с жителями города
Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Деньги Чувашии

Мӗн чухлӗ пурӑнатпӑр эпир чӑвашсем.

08:36 10.10.2024
f09f92a5.pngМӗн чухлӗ пурӑнатпӑр эпир чӑвашсем, ҫавӑн чухлӗ эсӗ те пулан пирӗнпе. (Чӑваш халӑх поэчӗ Светлана Асамат).

f09f8d81.pngЧӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пирӗн мухтавлӑ поэтӑмӑр Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа125 ҫул ҫитет. Пӗр ӗмӗр каялла ку тӗнчерен кайнӑ Ҫеҫпӗл Мишши чӑн чӑваш чӗринче яланах ҫутӑ сӑнар пулса упранать.

f09f8d81.png Акӑ юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче вӑл Ҫеҫпӗл ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн чӗнӗвне асра тытса пурӑнакан пултаруллӑ чӑвашсене пухрӗ. Патӑрьел тӑрӑхӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсене Мемориальный комплекс "Родина Михаила Сеспеля"

Канаш муниципалитет округӗн Ҫеҫпӗл музейӗнче хапӑл турӗҫ. Кунта вилӗмсӗр сӑвӑҫӑн эткерлӗхӗпе ҫыхӑннӑ чылай паха япала упранать. Музей ертӳҫи Алина Николаевна Алина Волкова Ҫеҫпӗл Мишшин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартрӗ, вӗрентекенсен ыйтӑвӗсем ҫине те тулли хурав пачӗ.

🍁Музей ҫывӑхӗнчи паркра вырнаҫнӑ Ҫеҫпӗл палӑкӗ умне чечексем хунӑ хыҫҫӑн вӗрентекенсем поэт ҫуралнӑ ҫурт вырӑнӗнче те пултӑмӑр. Ҫеҫпӗлӗмӗр утнӑ сукмакпа утса тавралӑхпа, Касаккасси, (халь Ҫеҫпӗл) ялӗпе килентӗмӗр, Çеçпĕл сывлăшĕпе сывласа уçăлтӑмӑр...

"Музей алӑкӗ пӗрре те хупӑ тӑмасть, таҫтан та, тӗрлӗ ҫӗртен хӑнасем килсех тӑраҫҫӗ, ачасемпе уҫӑ уроксем те тӑтӑш ирттеретпӗр" – пӗлтерчӗҫ музей ӗҫченӗсем.

💥Аслӑ поэтӑмӑра халӑх сума суни савӑнтарать. Пурӑн, пирӗн Ҫеҫпӗл!



3695
Рекламный баннер 728x90px center-bottom