Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă...
18:55
18.02.2025
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 3-мĕш фестивалĕ иртрĕ. Фестиваль пуçараканĕсем тата йĕркелекенĕсем – Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ.
Патăрьелĕнчи 1-мĕш вăтам шкул ачисем «Çемье йăли-йĕрки – çирĕп çемье никĕсĕ» тата «Халăх юрри – чунăм уççи» номинацисенче вăй виçрĕç. «Çамрăк театрçăсем» çăварни йăлипе паллаштарчĕç, çĕнтерÿçĕ ята тивĕçрĕç. Йăла кăтартаканĕсем 6-8 класс ачисем. 9-мĕш класра вĕренекен Путякова Юльăпа 4-мĕш класс хĕрачи Кудряшова Анна вара халăх юррине юрласа 2-мĕш вырăнсем йышăнма пултарчĕç.
Фестиваль çĕнтерÿçисене малалла та ăнăçусем тума, хастар пулма сунатпăр.
Для повышения удобства сайта мы используем cookies (подробнее).
К сайту подключены сервисы Yandex.Metrika, LiveInternet, top.mail.ru, которые также используют файлы cookies (подробнее).