Если Вы стали свидетелем аварии, пожара, необычного погодного явления, провала дороги или прорыва теплотрассы, сообщите об этом в ленте народных новостей. Загружайте фотографии через специальную форму.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвне тӗпе хурса иртекен "Сывлӑх енне пӗр утӑм” проектпа килӗшӳллӗн Туҫа тӑрӑхӗнче пурӑнакансен больницӑна каймасӑрах медицина...
16:14
04.07.2025
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пуҫарӑвне тӗпе хурса иртекен "Сывлӑх енне пӗр утӑм” проектпа килӗшӳллӗн Туҫа тӑрӑхӗнче пурӑнакансен больницӑна каймасӑрах медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухма май пулчӗ.
Пӗр пысӑк чатӑр ӑшӗнче терапевт, эндокринолог, стоматолог, дерматовенеролог, кардиолог йышӑнчӗҫ. Кунтах юнри сахӑрпа холестерин шайне, куҫпа юн пусӑмне, тӑршшӗпе йывӑрӑш виҫине виҫрӗҫ, чӗрене ЭКГ турӗҫ. Юнашарах гинеколог патне кӗрсе тухма пултарчӗҫ хӗрарӑмсем. Унтах биохими анализӗ те илчӗҫ. Кирек мӗнле ҫын та хӑйӗн сывлӑхне тӗрӗслеттерме пултарчӗ. Пурӗ 170-ӗн тӗрӗслев витӗр тухма кӑмӑл турӗҫ.
“Сывлӑх енне пӗр утӑм” проект пулӑшнипе хамӑрӑн сывлӑха тӗрӗслеттерни - чир-чӗре вӑхӑтра тупса палӑртма, сывлӑх шайне пӗр тытӑмра тытма, пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстерме чи лайӑх мелсенчен пӗри.
Для повышения удобства сайта мы используем cookies (подробнее).
К сайту подключены сервисы Yandex.Metrika, LiveInternet, top.mail.ru, которые также используют файлы cookies (подробнее).